Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юнлӑ вут ӑшӗнче (Кӗмел Кӗпер)


Ҫӗлен-тӑшман тапӑнсан,
Ҫукаланса тӑмӑпӑр.
Алла вут-хӗҫ тытӑпӑр,
Вакла-вакла тӑкӑпӑр.

Авалхи чавашсен юрринчен

Юнлӑ вӑрҫӑ хирне тухсассӑн тепӗр куннех Ылттӑнпик ертсе пыракан аслӑ ҫар ҫумне таврари хуласемпе ялсенчен тухнӑ вуншар-вуншар е ҫӗршер-ҫӗршер пысӑк мар текӗртсем пыра-пыра хутшӑнма тытӑнчӗҫ. Монголсем килеҫҫӗ тени ҫак темиҫе кун хушшинче самантрах пӗтӗм ҫӗршыва саланнӑ иккен.
Иккӗмӗш кунне аслӑ ҫара Пачман ертсе пыракан куҫ-хӑлхасен текӗрчӗ те шыраса тупрӗ.
— Хыпарсем пӗрре те савӑнмалла мар, — терӗ Пачман. — Монголсен икӗ таманӗ, тӗп тапӑртан уйрӑлса, питӗ хӑварт кунталла килчӗ те ӗнер мар виҫӗмкун Шуратӑл урлӑ каҫса ку енне тапӑра тӑчӗ.
Пачман каласа панине Ылттӑнпик учӗ ҫинче ларса ним чӗнмесӗр итлесе пычӗ.
— Эпир вӗсене чараймарӑмӑр, — айӑплӑ пек малалла калама тытӑнчӗ Пачман, — Манӑн пурӗ те икӗ ҫӗрни кӑна. Икӗ ҫӗрнипе икӗ тамане хирӗҫ ҫапӑҫни хамӑра пӗтерни кӑна.
— Сана кам икҫӗр эккелпе ҫирӗм пинлӗ ҫара хирӗҫ ҫапӑҫма хушать? — тӗлӗннӗн ыйтрӗ Ылттӑнпик. — Ку вӑл пуҫа шуйттан шӑтӑкне чикни ҫеҫ. Тӗрӗс тунӑ!.. Чи кирли — эсӗ халь манпа юнашар пулни.
— Тӑшмана Шуратӑлӑн ку еннелле каҫармалла марччӗ! Ҫавна чараймарӑмӑр-ҫке-ха! - тарӑхнипе кӑшкӑрсах каларӗ Пачман.
— Тӗп ҫарӗ аякра-и? — ним пулман пекех ыйтрӗ Ылттӑнпик, утне Пачман учӗпе юнашар уттарса. — Миҫе кунран Шуратӑл патне ҫитме пултарать? Тӑшман пирки калатӑп эпӗ.
— Тепӗр тӑватӑ-пилӗк кунран.
— Эппин, пирӗн вӑхӑт пур-ха, — савӑннӑн каларӗ Ылттӑнпик.
— Мӗнле ӑнланмалла ку сӑмахсене? — ӑнланаймарӗ Пачман.
— Монголсен ку енне каҫнӑ таманӗсене пӗтерме, — лӑпкӑн ӑнлантарчӗ патша. — Тепӗр икӗ кунтан Шуратӑл хӗррине ҫитетпӗр те тӳрех тапӑнатпӑр. Пурне те шыва путарса вӗлеретпӗр.
Ылттӑнпик капла калани Пачмана килӗшрӗ.
— Сана вара эпӗ тепӗр пысӑк ӗҫ хушатӑп, — терӗ патша. — Ним тӑхтаса тӑмасӑрах хӑвӑн куҫ-хӑлхусемпе малалла кай та тӑшман таманӗсене сунарҫӑ епле хӑй тытас кайӑка сӑнать, ҫавӑн пек сӑнаса тӑр. Эпир пырсанах мӗн курни-илтнине пӗлтеретӗн.
- Итлетӗп, аслӑ патша! - сулахай кӑкӑрне сылтӑм аллипе ҫапса илчӗ те Пачман хӑйӗн эккелӗсем патне васкарӗ.
* * *

Вутлӑ вӑрҫӑ ҫулне тухнӑ Ылттӑнпик ҫарӗ пиллӗкмӗш кунне Шуратӑл хӗррине ҫитрӗ те тӳрех ку енне тапӑра тӑнӑ тӑшманӑн икӗ таманне танӑччӗ. Питӗ юнлӑ хаяр ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Ытла нумаях та пымарӗ вӑл. Аслӑ патша ертсе пыракан ҫар кунта ҫитсе хӑйсене тапӑнасса кӗтмен монголсем нумай хирӗҫ тӑраймарӗҫ, тарма тытӑнчӗҫ. Анчах ӑҫта тарса каймалла-ха вӗсен? Пӗр енче — пӑлхарсен урса кайса тапӑнакан ҫарӗ, тепӗр енче - шавласа-кӗрлесе юхакан Шуратӑл. Учӗсемпе вара тарма тӑнӑ монголсем Шуратӑла кӗре-кӗре кайрӗҫ. Анчах унта вӗсене пӑлхарсен ҫӗмренӗсем пыра-пыра ҫапрӗҫ. Часах вара тӑшманӑн ку енче тапӑра тӑнӑ ҫирӗм пинлӗ ҫарӗнчен нимӗн те юлмарӗ. Пӗр пине яхӑн нукер кӑна шыв урлӑ каҫса тарса кайма ӗлкӗрчӗҫ.
— Халь ӗнтӗ ҫакӑнта тапӑра тӑратпӑр та тӑшмана Шуратӑлӑн ку енче кӗтсе илетпӗр, — терӗ Ылттӑнпик, ҫапӑҫу хыҫҫӑн хӑй чатӑрне пухӑннӑ ҫарпуҫӗсене.
— Иртнӗ вӑрҫӑри пек Шуратӑл леш енне каҫмалла мар-и? — сӗнчӗ Пачман.
— Ҫук, — килӗшмерӗ унпа Ылттӑнпик, — хальхинче юрамасть. Монголсем ытла нумайӑн. Аллӑ пинлӗ ҫарпа эпир тӑватҫӗр пинлӗ ҫара хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр. Кунта тапӑра тӑратпӑр та ытти ҫарсем килессе кӗтетпӗр. Монголсем шывӑн леш енне ҫитиччен пирӗн пата ытти тамансем килмеллех. Акӑ, часах Саврӑш-паттӑр килсе ҫитет. Ҫурҫӗрти хуласенчен Упи-паттӑр ҫарсем илсе килессе шанатӑп. Атӑл леш енчен Сӑкӑт-паттӑр та килет-ха. Сахалтан та икҫӗр пине ҫити пуҫтарӑнатпӑр эпир. Ун чухне вара путсӗр монголсен пӗтӗм ҫарӗпе куҫа-куҫӑн ҫапӑҫма та пултаратпӑр... Анчах пирӗн пӗлес пулать: монголсем тата миҫе кунтан ҫитме пултараҫҫӗ.
— Эппин, эпир куҫ-хӑлха пулса Шуратӑл урлӑ каҫатпӑр, сӗнчӗ Пачман.
— Юрӗ, — килӗшрӗ патша. — Пинни ил!.. Монголсен пысӑк мар сӗнтӗрӗсене ҫула май тӗп тума та ан ман.

Чи маттур эккелсенчен пинни пухса, Пачман тепӗр кунне Шуратӑл урлӑ каҫрӗ те вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсенче ҫухалчӗ. Ылттӑнпик вара унран хыпар, анӑҫран ҫӗнӗ ҫарсем килессе кӗтме тытӑнчӗ. Ҫав хушӑрах Шуратӑлӑн ку ҫыранне ҫирӗплетме, чӑнкӑлатма хушрӗ. Тӑшман иртерех килсе тухсан та хӑпӑл-хапӑлах ку енне ан каҫайтӑр.

* * *

Ҫапла икӗ кун иртсе кайрӗ. Пачманран та хыпар ҫук, Пӳлер енчен ҫӗнӗ ҫарсем те килни курӑнмарӗҫ. Темӗскер усала сиссе, Ылттӑнпик чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана ыратса кайрӗ. Таҫта йӑнӑш тумарӗ-ши вӑл? Тӑшман каллех улталамарӗ-ши ӑна?.. Вара вӑл темиҫе ҫарпуҫне чӗнсе илчӗ те хӑйсен чи шанчӑклӑ ҫыннийӗсемпе Шуратӑл ҫыранӗпе тӑвалла та, анаталла та кайса пӑхма хушрӗ.
Ҫав кунах Шуратӑл леш енчен темиҫе кун маларах кӑларса янӑ Пачман хӑй куҫ-хӑлхисемпе пӗрле килсе ҫитрӗ.
— Монголсем хӑйсен пӗтӗм ҫарне виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, — каласа пама тытӑнчӗ Пачман. — Пӗтӗмпе тӗпчесе пӗлтӗмӗр, чӗлхе тытса илсе. Шуратӑл урлӑ вӗсем виҫӗ тӗлте каҫма палӑртнӑ. Тӗп ҫарӗпе, Батый хан хӑй ку ҫулпа килет. Супетей — анаталларах шыв урлӑ каҫать. Батый-хан пиччӗшӗ Кулькан сакӑр таманпа тӑвалларах кайса шыв урлӑ каҫать.
— Кунта килекен ҫарта миҫе тамань? — ыйтрӗ Ылттӑнник.
— Икҫӗр пине яхӑн ҫын унӑн, — кӗскен хуравларӗ Пачман. — Мӗскер тумалла, аслӑ патша? Супетейпе Кулькан урӑх ҫӗрте шыв урлӑ каҫса пире хыҫалтан тапӑнма пултараҫҫӗ.
— Пирӗн ҫарсем килсе ҫитеймерӗҫ, — кулянчӗ Ылттӑнпик. — Хамӑр ҫара виҫӗ пая пайлани те усси ҫук. Ытла сахалӑн эпир. Пӗтӗм ҫара кунта тытса монголсен тӗп ҫарӗпе ҫапӑҫни те нимӗн те памасть. Супетейпе Кулькан пире хыҫран тапӑнаҫҫӗ...
Патша шухӑша кайса ларчӗ.
— Чакса кайма тивет, — терӗ юлашкинчен. — Хамӑра ҫавӑрса илме памалла мар пирӗн. Атя, ҫарканашӗ пухатпӑр. Мӗн тумалли пирки сӳтсе явар.
Ҫарканашӗнче питӗ хӗрӳ калаҫу пулчӗ.
— Ҫапаҫатпӑр! — хӗрӳлленчӗҫ ҫамрӑк ҫарпуҫӗсем. — Ним те мар ҫапӑҫатпӑр!.. Пуҫ хурсассӑн та — ҫапӑҫса!..
— Ҫапӑҫса пуҫ хума пӗлетпӗр-ха эпир, — вӗсемпе килӗшмерӗҫ ватӑрах ҫарпуҫӗсем. — Пуҫ хуни кирлӗ мар пире, ҫӗнтерни кирлӗ!
Чылайччен ҫапла тӗрлӗ шухӑш каласа тавлашнӑ, пурин шухӑшне те пӗлнӗ хыҫҫӑн патша хӑйӗн ҫирӗп сӑмахне каларӗ:
— Хальхи лару-тӑрура эпӗ пӗртен-пӗр ҫул куратӑп: пирӗн хамӑр ҫара епле пулсан та упраса хӑвармалла, — терӗ вӑл пурин ҫине те ҫивчӗ куҫӗсемпе пӑхса. — Уҫӑ ҫапӑҫура эпир халлӗхе тӑшмана ҫӗнтерейместпӗр. Ҫавӑнпа ҫапла хушатӑп: хамӑр ҫара эпир темиҫе пӗчӗк-пӗчӗк текӗртсем ҫине пайлатпӑр та тӑшманӑн тӗп вӑйӗнчен уйрӑлса кайнӑ нукерӗсене ӑҫта килчӗ унта пӗтерме тытӑнатпӑр. Анчах ҫакна манса ан кайӑр: никамӑн та патшапа ҫыхӑну татмалла мар. Кирлӗ чухне тӗрлӗ ҫӗрелле кайнӑ текӗртсен пурин те пӗрле пӗрлешмелле пуласса та астусах тӑмалла. Ҫапла тӑшманпа ҫапӑҫа-ҫапӑҫа каялла чакса пыратпӑр. Пӳлер еннелле. Кайран Пӳлере кӗретпӗр те ун хӳмисен хӳттинче тӑшманпа кӗрешетпӗр. Ҫав хушӑра пирӗн ҫарпуҫӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ҫар пухаҫҫӗ. Кайран, пысӑк вӑй пухса, Пӳлер хӳмисем патӗнчех тӑшмана ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр!..
Патша хушнине вара юлашкинчен ҫарпуҫӗсем пурте ырларӗҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-01 13:02:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2927 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем